Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Местоименисене ҫырасси (ОП)

Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.

54§. Сӑпат местоименийӗсен камӑнлӑх падежне икӗ тӗрлӗ ҫырма юрать: манӑн е ман, санӑн е сан, унӑн е ун.
55§. Нумайлӑ хисепри сӑпат местоименийӗсене эпир, эсир е эпӗр, эсӗр ҫырма юрать.
56§. 1-мӗшпе 2-мӗш сӑпат местоименийӗсене нумайлӑ хисепре вырӑнпа туху падежӗнче тулли формӑпа та, кӗске формӑпа та ҫырма юрать: пирӗнте е пирте, пирӗнтен е пиртен, сирӗнте е сирте, сирӗнтен е сиртен.
57§. Ку местоимение пур формӑра та у сас паллипе ҫырмалла: ку — кун, куна, кунта, кунтан, кунпа, кунсӑр, куншӑн. Анчах вӑл-ку местоимение пару падежӗнче ӑна-кӑна ҫырмалла.
58§. Ху (хӑв) местоименин хӑш-пӗр падеж формисем икшер вариантлӑ пулма пултараҫҫӗ:
Тӗп ху(хӑв)
Кам. хӑвӑн
Пару хӑвна
Выр. хӑвӑнта
Туху хӑвӑнтан
Пӗрл. хупа (хӑвӑнпа)
Ҫукл. хусӑр (хӑвӑнсӑр)
Пирке хушӑн (хӑвӑншӑн)

59§. 3-мӗш сӑпатри таврӑну местоименине пӗрлелӗх, ҫуклӑх, пирке падежӗсенче икӗ тӗрлӗ вӗҫлеме юрать:
Пӗрл. хӑйпе (хӑйӗнпе)
Ҫукл. хӑйсӗр (хӑйӗнсӗр)
Пирке хӑйшӗн (хӑйӗншӗн)

60§. 3-мӗш сӑпатри хӑш (хӑшӗ) тата леш (лешӗ) местоименисене пур формӑра та ӗ сас паллипе ҫырмалла (и сас паллипе мар), пару падежӗнче ӗ тухса ӳкет:

Тӗп   хӑшӗ	  лешӗ
Кам.  хӑшӗн	  лешӗн
Пару  хӑшне	  лешне
Выр.  хӑшӗнче	  лешӗнче
Туху  хӑшӗнчен	  лешӗнчен
Пӗрл. хӑшӗнпе	  лешӗнпе
Ҫукл. хӑшӗнсӗр	  лешӗнсӗр
Пирке хӑшӗншӗн	  лешӗншӗн

61§. 3-мӗш сӑпатри пурӗ местоименире тӗп тата пару падежӗсемсӗр пуҫне пуринче те ӗ вырӑнне и ҫырмалла: пурӗ — пурин, пурне, пуринче, пуринчен, пуринпе, пуринсӗр, пуриншӗн.
62§. Пӗри, тепри местоименисен падеж формисене ҫакнашкал ҫырмалла:
Тӗп пӗри, тепри
Кам. пӗрин, теприн
Пару пӗрине, теприне (е пӗрне) (е тепӗрне)
Выр. пӗринче, тепринче
Туху пӗринчен, тепринчен
Пӗрл. пӗринпе, тепринпе (е пӗрипӗ) (е теприпе)
Ҫукл. пӗринсӗр, тепринсӗр (е пӗрисер) (е теприсӗр)
Пирке пӗриншӗн, теприншӗн (е пӗришӗн) (е тепришӗн)

63§. Кашни местоименин падеж формисене ҫакнашкал ҫырмалла:
Тӗп кашни
Кам. кашнин
Пару кашнине
Выр. кашнинче
Туху кашнинчен
Пӗрл. кашнинпе (е кашнипе)
Ҫукл. кашнинсӗр (е кашнисӗр)
Пирке кашниншӗн (е кашнишӗн)

Асӑрхаттарни. Вӑйлату татӑкӗ -ах(-ех) йышӑннӑ чух камӑнлӑх падежӗнче кашниннех ҫырмалла (Кашниннех ҫакна асра тытмалла).<<


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-17 23:06:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4566 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем